Васильев Николай Иванович (1962 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — чӑвашсен аграри ӑсчахӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ. Нумай вӑхӑт хушши Чӑваш Республикин «Агро-Инновации» автономиллӗ учрежденийӗн директорӗн вырӑнӗнче ӗҫленӗ.
Васильев Николай Иванович 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш АССР шутне кӗрекен Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче ҫуралнӑ.
1984 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх институтне «Зоотехни» специальноҫпе вӗренсе пӗтернӗ. 1984–1986 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1990 ҫулта Ял хуҫалӑх чӗрчунӗсене ӗрчетессин тата генетикин Пӗтӗм Союзри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче (Санкт-Петербург хули) аспирантурӑра вӗренсе пӗтернӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ӑслӑлӑх степеньне илме диссертаци хӳтӗленӗ.
Ӗҫӗ-хӗлне 1984 ҫулта Горький облаҫӗнчи Сеченово районӗнчи Тимирязев ячӗллӗ колхозра зоотехник пулса пуҫланӑ. 1990 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче ӗҫленӗ: ял хуҫалӑх чӗрчунӗсене тӑрантарас тата ӗрчетес кафедрӑн ассистентӗнчен пуҫласа зооинженери факультечӗн деканӗ (1997–2003 ҫулсем) таран ҫитнӗ. 2003–2004 ҫулсенче Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ: малтан выльӑх-чӗрлӗх тата ӑратлӑх ӗҫӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ, кайран вара министр ҫумӗ — выльӑх-чӗрлӗх управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2004–2006 ҫулсенче Агропромышленность комплексӗн ертсе пыракан кадрӗсемпе специалисчӗсене ҫӗнӗрен хатӗрлекен тата вӗсен квалификацине ӳстерекен Чӑваш институчӗн ректорӗ пулнӑ. 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
2005 ҫултанпа, кӑшт вӑхӑтлӑх тӑхтавпа, Чӑваш Республикин «Агро-Инновации» предприятине ертсе пынӑ. Вӑл ертсе пынипе «Агро-Инновации» Чӑваш Республикинчи аграрисене информаципе консультаци паракан тӗп центр пулса тӑнӑ. Предприяти бизнес-плансем хатӗрлеме, методика литератури кӑларма, семинарсем йӗркелеме тата курав ӗҫне йӗркелесе яма пулӑшнӑ. 2018 ҫулта «Агро-Инновации» базинче Чӑваш Республикинчи Ял хуҫалӑх кооперацине аталантарас енӗпе ӗҫлекен компетенцисен центрӗ ӗҫленӗ. Предприяти ӗҫленӗ ҫулсенче ял хуҫалӑх производствине инновацисене кӗртме пулӑшакан 50 ытла планлӑ мероприяти ирттернӗ, вӗрентӳ семинарӗсене пурӗ 20 пин патнелле ҫын хутшӑннӑ.
2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн Сергей Артамоновӑн хушӑвӗпе ӑна «Агро-Инновации» автономиллӗ учрежденийӗн директорӗн вырӑнӗнчен хӑтарнӑ. Ӗҫрен кӑларнин сӑлтавне хушура кӑтартман.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 